| 11922 | Виҫҫӗри ывӑл ача ашшӗне пулӑштӑр, виҫҫӗри хӗрача амӑшне пулӑштӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11923 | Икӗ эрнери ача ҫӗлен чӑмӑртаса вӗлернӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11924 | Инемлин амӑш вилмен тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11925 | Йӗмен ачана чӗчӗ памаҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11926 | Йывӑҫ ҫамрӑкла хитререх авӑнать, ача-пӑча ҫамрӑкла вӗрентсен ӗҫе вӗренет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11927 | Йытӑ хырӑмӗнче ҫури вӗрнӗ, ашшӗ-амӑшӗнчен малтан ачи-пӑчи калаҫнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11928 | Кайӑк ҫуркуннешӗн савӑнать, ача — амӑшӗшӗн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11929 | Кам ҫуратнӑ, вӑл пӑхтӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11930 | Кӑмака ӑшши анне ӑшши мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11932 | Куккукран чӑпар кайӑк ҫук, талӑхран хурлӑхлӑ ҫын ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11934 | Лайӑх ача ашшӗ-амӑшне савӑнтарать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11935 | Макӑрасси килнӗ ача ашшӗн сухалӗпе вылять. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11936 | Макракан ача ӳссен те ыр курмасть тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11939 | Пӗлмен ашшӗнчен ыйтсан ывӑлӗ те нимӗн пӗлмест теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11940 | Пӗр анне вунӑ ача пӑхса усрать, вунӑ ача пӗр аннене пӑхса усраймасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11945 | Пӗр ача — патша валли, иккӗмӗш ача — тӗнче валли, виҫҫӗмӗш ача — ҫуратакан валли. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11943 | Пӗр ача — ҫук ача, ик ача — ҫур ача, виҫ ача — пӗр ача. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11942 | Пӗр ача ача мар, икӗ ача — ҫур ача, виҫӗ ача — тулли ача. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11941 | Пӗр ача ача мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11944 | Пӗр ача ачаш пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11946 | Пӗр ача пӗрлӗхсӗр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11947 | Пӗр ача пуличчен пӗрре те ан пултӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11950 | Пӗчӗк ача — пӗчӗк хуйхӑ, пысӑк ача — пысӑк хуйхӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11953 | Пӗчӗк ача — ҫум ҫакки. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11948 | Пӗчӗк ача вилсен пӳрт пушанать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11949 | Пӗчӗк ача кама юратать, ҫавӑн ҫине чӗҫ туса парать теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11951 | Пӗчӗк ача пур ҫӗрте ҫылӑх ҫук, тасалӑх ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11952 | Пӗчӗк ача ҫӗре ӳксен-тусан уншӑн ҫӗр мамӑк пек ҫемҫе тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11954 | Пӗчӗк ача хӑрах алӑпа ҫӑкӑр касмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11955 | Пӗчӗк ачан пӗчӗк кӑмӑл. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11956 | Пӗчӗк ачашӑн пӗчӗк хуйхӑ, пысӑккишӗн — пысӑк хуйхӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11957 | Пӗчӗк пулсан та чӗри чӑмӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11958 | Савман ача ытларах ҫиет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11959 | Сӑсар тирӗсене сивӗ витмест, лайӑх ачана сӑмах тимест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11960 | Сӗт шӑл тӑкӑнман, чӗлӗм туртма вӗреннӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11961 | Сутма атте кирлӗ мар, илме атте кирлӗ теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11962 | Сысман пӑх кута ҫыпҫӑнмасть, хӑвӑнтан тӑван мар ача пӗрле пурӑнмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11963 | Ҫамрӑкла ашшӗ-амӑшне шутламан ачасем хӑйне шутласса ан кӗт. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11964 | Ҫемьере пӑсӑксӑр пулмасть теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11965 | Ҫичӗ чиркӳ тӑвиччен ҫичӗ тӑлӑх пӑхса ӳстер. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11966 | Ҫиччӗн пӑхнӑ ача куҫсӑр юлнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11967 | Ҫулҫӑ йывӑҫ ҫинчен ҫӗре вӗлтӗртетсе аннӑ хушӑра ача хырӑмӗ выҫса та каять тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11968 | Ҫуралнӑ ача ашшӗ-амӑшсӗр те ӳсет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11969 | Ҫуралнӑ ача куллен вир пӗрчи чухлӗ те пулин ӳсет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11970 | Ҫуралсан савӑнтарать ача-пӑча, ӳссе ҫитсен — шутлаттарать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11971 | Ҫуратманнине ҫуратса пар, ҫуратнине пит аллипе пар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11972 | Ҫӳретмен лаша пуҫсӑр пулать, чарусӑр ывӑл пуҫтах пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11973 | Ҫывӑракан ача хӑвӑрт ӳсет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11974 | Ҫывракан ачан сӑпкине сиктермеҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11975 | Ҫын ачи хӑвӑрт ӳсет теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |